(Ил'мэ̆ш кун), на другой день (= тепĕр кун). Ст. Чек. || Накануне (во многих говорах). || В следующих ниже текстах значение этого выражения непонятно; может быть, оно имеет здесь различные значения. Александр Етрухин, Цив. Чăваш хăй арăмĕпе ĕçке кайни. Ĕçкине малтан хыпар (яраççĕ) пасартан е, хăйсемех кайса, чĕнсе çӳреççĕ. Сăра (ĕ)çме чĕнсен, вара арĕмĕпе упăшки, тумланса, кучченеçпе каяççĕ, а кучченеçне илмĕш (scr. илмеш) кунех пĕçереççĕ. Кучченеç уна пĕр хутаç чикеççĕ унта тĕрлĕрен: виçĕ пӳремеч, 4 кукăль, 5 кулач. Пӳремечисем паранкăран, кукăлисем кĕрпе кукли е пăрçа кукли, а кулачисем пăри кулачи е тулă кулачи. Вара çапла хăнана каяççĕ. Александр Етрухин, Цив. Чăвашсем ял хушшинчи чир-чĕре халăхпа тасаттарни. Акă епле. Ялта чир питĕ нумай пулать, вара çав ялта пĕр виçĕ е тăватă çын тупăнать чĕшмешшисем; вăсем вара калаççĕ: яла чир килчĕ, ĕнтĕ темĕн курăпăр-ха; путех таврари ялсем, тасатса килсе, пирĕн пусса тăкрĕçĕ пулĕ, çавăнпа пирĕн яла чир килчĕ. Пирĕн те ĕнтĕ тасатас пулать ял хушшине. Вара вăсем, халăх пуху пулсан е куланай патне пуçтарăнсан, калаççĕ: эй рипатă-халăх! Пирĕн яла чир килч-çке; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? тет... Вара халăхĕ те кăçкăрат: майне пĕлекенсем тасатăр эппин, теççĕ... Вара унтан илмĕш (scr. илмеш) кунне чăнахах çав тĕшмĕш çынсем пĕр пилĕкĕн тухаççĕ пурте хутаçпа, килĕрен чĕслĕрен çăнăх-салат, çăв, тăвар пуçтарса ялĕпех тухаççĕ. Уна вот епле пуçтараççĕ: пĕри ыраш çăнăх хутаççи çакнă та у унта ыраш çăнăх пуçтарать; тепри урпа çăнăхĕ пуçтарать; тепри салат пуçтарать, тепри тăвар пуçтарать, тепри çăв пуçтарать. Усем пурте пĕрле пуçтарса çӳреççĕ. Пуçтарса çӳренĕ чухне, калаççĕ: эпир чир-чĕре, усал-тĕселе тасатас тесе калаппăр-çке-ха. Вара кил-хуçи калать вĕсене: юрать, юрать; ăçтан-та-пулин сиппи килĕ-и, чипер çырлахтăр ĕнтĕ, тесе, чĕслĕрен çăнăхсем, салатсем парса ярать. Усем хапхаран тухса кайнă чухне, нимĕн пăхмасăр пӳртне чупса кĕрет те, пĕр курка тăрă шыв илсе тухса, урамала чашт! сапат. Çакă шыв пек тасалса, тухса кайтăр чир-чĕр, усал-тĕсел, ырă-хаярсем! тесе калаççĕ килĕ хуçисем. Вара çав пуçтарнă çăнăх, кĕрпе-салатсене пĕр чухăн, начар çын патĕнче пĕçереççĕ; ыраш çăнăхĕнчен çăкăр пĕçереççĕ, урпа çăнăхĕнчен пашалу пĕçереççĕ, кĕрпинчен пăтă пысăка хуранпа пĕçереççĕ, салачĕнчен сăра тăваççĕ. Сăрине тусан, юççе çитсен, илмĕш (scr. илмеш) каç нумайăн пухăву (sic!) пуçтарăнса, чир-чĕр пăтти çиеççĕ. Пăттине пуçтарнă çăв нумай пулсан, пăтă варрине чашăк варине çара çăв туса çийеççĕ. Унтан, çисе-ĕçсе пĕтерсен, юлашкине, ютă пусса канса, пăрахаççĕ. Унта акă епле кайса пăрахаççĕ: пăртак çăкăрне, пашалуне, çăвне чашки-кашки, сăри куркипех пăрахаççĕ. Тата пĕр çур ăштав эрех пĕрте ватмани пăрахаççĕ. Усене çав ĕçсе çийекен ертелтен суйлаççĕ икĕ çына. Усем вара çав парнесене çапла, кайса, тăкаççĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
иллюстрациле иллюстрациллĕ иллюстрация иллюстрировать « илмĕш кун » Илмемет Илментей Илмет Илмеюр илпек